Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хӗллехи ҫил (Волгин В.)

Шурӑ юра сивӗ ҫил вӗҫтерет,
Ҫурт ҫумӗпе ҫӳлӗ кӗрт ҫитӗнет.
Хура вӑрман кашлани илтӗнет,
Йӗлтӗр йӗрӗ юрпала витӗнет.

Сивӗ ҫилӗ мӑръере шӑхӑрать,
Уй-хир тӑрӑх ыткӑнса ахӑрать.
Ака тухнӑ ачасем ярӑнма,
Ҫилпе харӑс выляса савӑнма.

1948

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Волгин Василий сӑввисем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-06 22:50:28 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2306 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем